Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
4 Декабрӗн 2019, 14:07

Соколов Леонид Тихонович

Чекмагуш тăрăхĕнчи Макаровка ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă аттене, асаттене, кукаçие Леонид Тихонович Соколова 90 çулхи юбилей ячĕпе!

Хаклă çыннăмăра паллă кун ячĕпе саламласа пĕтĕм чун-чĕререн çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунатпăр. Пурнăçунта ырă самантсем, çутă тĕлĕксемпе çĕнĕ ĕмĕтсем ытларах пулччăр. Паянхи пекех çамрăк та шухă пул. Чи лайăх та ырă тĕллевÿсем пурнăçа кĕрсе чĕрÿне ăшăтчăр. Инкек-синкекĕ санран аякка пăрăнса ирттĕр.
Эсĕ питĕ çирĕп кăмăллă, кирек епле лару-тăрура та çухалса каймастăн. Малашне те пурнăçри йывăрлăхсене ан парăн, лайăххине шанса тата ĕненсе пурăн. Пĕр аллунта – ырлăх, тепринче пурлăх, вĕсене тытса пурăнма çирĕп сывлăх пултăр. Эпир сана юрататпăр, сума сăватпăр.
Ăшă салампа – ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас: