Хаклă та ырă çыннăмăра юратса та хисеплесе хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунатпăр. Питÿ çинче савăнăç кулли çиçтĕр, чуну çамрăк пултăр. Пире яланах ăшпиллĕн кĕтсе илнĕшĕн, ырă канашсемпе пулăшса, вăй-хăват парса тăнăшăн тав тăватпăр! Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачусемпе мăнукусен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр!
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ăшă салампа – хĕрĕ, ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем, йăмăкĕсемпе шăллĕн çемйисем, çывăх тăванĕсем.