Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
31 Декабрӗн 2019, 11:36

СТЕПАНОВА Ираида Георгиевна

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан хисеплĕ педагогика ĕçĕн ветеранне, «РФ халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ юратнă класс ертÿçине Ираида Георгиевна СТЕПАНОВАНА юбилей ячĕпе!

Ырă кăмăллă, хаклă, юратнăран та юратнă вĕрентекенĕмĕре юбилей ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ăшă та ырă сăмахсемпе саламлатпăр. Эсир ĕмĕрĕр тăршшĕпе тунă пархатарлă ĕçĕр ырăпа таврăнтăр: ĕçĕрсем ăнса, ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр. Яланах çакăн пек уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пулăр.
Пĕлÿ тĕнчине ертсе кайма пире ăшшăн кулса кĕтсе илеттĕрччĕ. Сирĕн мăшăр çĕмĕрт куçсенче мĕн чуль ăс-хал çиçетчĕ. Вĕсенче анне ăшши те, тăванлăх та сисĕнетчĕ. Мĕн ĕмĕр асăнмалăх пире савса вĕрентрĕр. Ун чух эпир тивĕçлипе тав тума та пĕлмен пуль. Эсир пире çунат парсан малашлăх чĕнсе илчĕ. Чĕререн пире юлташлăх, туслăх, юрату пиллерĕр. Каçарсамăр час-часах килсе курайманшăн, шăнкăравламаншăн…Эпир сире манман, яланах ăшшăн аса илетпĕр. Пире вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн сирĕн умăрта пуç таятпăр!
Сире хисеплесе – 1992 çулта шкул пĕтернисен ятĕнчен Надежда Родионовапа (Алексеева) Ольга Яковлева (Тимофеева).
Читайте нас: