Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
31 Декабрӗн 2019, 11:46

ТИХОНОВ Анатолий Гурьевич

Туймазă районĕнчи Нуркеево поселокĕнче пурăнакан Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, пултаруллă чăваш хастарне Анатолий Гурьевич ТИХОНОВА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Анатолий Гурьевич Шаран районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ, Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх институтĕнче ветеринари факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
Таврапĕлÿпе шкул саккинченех кăсăкланать. Уйрăмах тăван ялĕн тата хăйсен йăх-несĕлĕн историйĕпе интересленет. 2006 çулта тăван ялĕн 110 çулхи юбилейĕ тĕлне «Наша малая родина», 2010 çулта чăваш тата ытти халăх историне уçса паракан «Сказание старины глубокой», 2011 çулта «Сказания о Торгале» кĕнекесем кăларнă. Çак тĕпчев ĕçĕсемшĕн (2010, 2011) Чăваш халăх академийĕн Хисеп хутне, 2012 çулта «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ 20 çул тултарнă ятпа» медале тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра «Наша малая Родина» кĕнекен хушма тиражне, хăйĕн сăвви-юррисен пуххине кăларма хатĕрленет. Çаплах Анатолий Гурьевич пултаруллă чăваш хасатрĕ пулнине те палăртса хăвармалла. Вăл çемье тата «Пăлхар хĕрĕсем» пултарулăх ансамблĕсем йĕркеленĕ. Вĕсен никĕсĕ çинче Чăваш Улкан ялĕнчи ансамбльпе пĕрле çĕнĕ «Çеçпĕл» ушкăн пуçарса янă.
Хисеплĕ Анатолий Гурьевича паллă кун ячĕпе саламласа малашне те нумай пархатарлă ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ шухăшсемпе çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.
Ырă сунса – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.
Читайте нас: