Юратнă та хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе пĕр чирлемесĕр‚ кулянмасăр утма хурçă пек çирĕп сывлăх‚ пархатарлă кун-çул‚ иксĕлми телей‚ çăлкуç пек тапса тăракан хăват‚ канăçлăх сунатпăр. Пире савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăн!
Ылтăнран та‚ кĕмĕлтен те хаклă
Пур вăл‚ пур. Ун ячĕ те сăваплă –
Вăл анне‚ вăл пирĕншĕн пĕрре.
Пурлăхĕ пулать те‚ çухалать те.
Ĕç тусан каллех килет алла.
Çак аннен çеç чĕрĕ вăй-хăвачĕ
Çухалса ан хуçтăр кăмăла.
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем‚ ывăлĕпе кинĕ тата 15 мăнукĕпе