Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче хаклă çыннăмăр 70 çул тултарчĕ. Çак ятпа çывăх çыннăмăра ăшшăн саламлатпăр, чӗререн хисеплетпӗр. Сывлӑху чӑваш юманӗ пек ҫирӗп, ӗмӗрӳ аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас ҫулу такӑр, вӗҫес пӗлӗтӳ уяр пултӑр. Мӑнукусем куҫ тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӳ ялан савӑнӑҫпа ялкӑштӑр, ҫӗр ҫинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр ҫулпа уттӑр.
Юбилей телей ҫеҫ илсе килтӗр,
Хуйхӑ-суйхӑ ирттӗр айккинчен,
Ырлӑх-сывлӑх Турӑ парнелетӗр.
Ан чирле, ан ватӑл нихӑҫан,
Пул хаваслӑ, кӑмӑллӑ ялан.
Ӑшшуна паратӑн-ҫке чунтан,
Юратса - Лариса хĕрĕпе Женя кĕрĕвĕ тата Степанпа Александр мăнукĕсем.