Юратнă аттепе анне! Пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстернӗшӗн, ӑс панӑшӑн ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр. Сывлӑхӑр юман пек ҫирӗп, утас ҫулӑр варăм пултӑр, чӗрӗрсем ҫурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейпе çиçчĕр!
Сирӗн пурнӑҫ – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,
Ҫут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ
Ҫӳҫӗрсем ҫинче выртать тӗтре.
Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,
Йышӑнсамӑр тӑван ачӑрсен саламне.
Сиртен хаклӑ ҫынсем урӑх ҫук тӗнчере,
Сирӗн ҫутӑ сӑнарӑр ялан чӗрере.
Ăшă салампа - икĕ ывăлăрпа кинĕрсем, виçĕ хĕрĕрпе кĕрĕвĕрсем, 10 мăнукăр, мăнукăрăн ачисем.