Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
23 Кӑрлач 2020, 14:48

МИХАЙЛОВА Зинаида Ивановна

Пишпӳлек районӗнчи Хушӑлка ялӗнче пурӑнакан юратнӑ аннене, хисеплӗ те ырӑ кӑмӑллӑ кукамая Зинаида Ивановна МИХАЙЛОВАНА 85 ҫулхи юбилей ячӗпе!

Юратнӑ та хаклӑ ҫыннӑмӑра юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр. Вӑрӑм ӗмӗр сукмакӗпе пӗр чирлемесӗр, кулянмасӑр утма хурҫӑ пек ҫирӗп сывлӑх, пархатарлӑ кун-ҫул, иксӗлми телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан хӑват, канӑҫлӑх сунатпӑр. Пире савӑнтарса тата нумай-нумай ҫул пурӑн!
Юбилей телей ҫеҫ илсе килтӗр,
Хуйхӑ-суйхӑ ирттӗр айккинчен.
Ырлӑх-сывлӑх Турӑ парнелетӗр,
Ан чирле, ан ватӑл нихӑҫан.
Ӑшӑ салампа - Наташа хӗрӗпе Акерам кӗрӗвӗ, вӗсен ачисем: Ирина хӗрӗпе Алексей кӗрӗвӗ, Артур ывăлӗпе Динара кинӗ тата Рамзан, Диана, Дмитрий кĕçĕн мӑнукӗсем.
Читайте нас: