Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
29 Кӑрлач 2020, 13:04

Светлана Евгеньевна Иванова

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, çут тĕнчери чи илемлĕ те ырă кăмăллă асаннене, кукамая Светлана Евгеньевна ИВАНОВАНА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Юратнă аннеçĕм, сана юбилей ячĕпе чун-чĕрери чи çепĕç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Кун-çулу вăрăм та такăр, телейÿ тулли, сывлăху çирĕп пултăр.Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачусемпе мăнукусен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Эсĕ пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр. Йывăр самантсенче пире яланах пулăшма васкатăн, хăвăн хавхалантаракан сăмахусемпе шанчăк кÿретĕн, чĕрене ăшăтса çунатлантарса тăратăн. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай çул пурăн.
Тавах, сана, ыр çыннăмăр, эс пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа – ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕ тата мăнукĕсем.
Читайте нас: