Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакан пирӗн чи ҫывӑх та хаклӑ ҫыннӑмӑра, аннене, кукамая, асаннене
Лидия Сафроновна ИВАНОВАНА
Анне, эсĕ инкек-синкекне ҫителӗклех астивнӗ. Апла пулин те кӑмӑл-сипетне упранӑ, ҫавӑнпах ӑс-хакӑлӗ паян та ҫирӗп. Анне! Аннемӗр! Сӑмахпа кӑна сан умри парӑма татма ҫук паллах. Эсӗ пире питӗ кирлӗ. Турӑ малашне те упратӑр сана!
Таса та ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та ырӑ кун-ҫул, ҫывӑх ҫыннусемпе тӑванусен хисепӗпе тимлӗхне курма сунатпӑр. Ачусемпе, мӑнуксемпе пӗрле тата нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла пултӑр.
Ăша салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕ, мăнукĕсем.