Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
27 Нарӑсӑн 2020, 11:04

Юрий Николаевич СЕМЕНОВ

Авăркас тăрăхĕнчи Мăйлăпукан ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă, тĕлĕнмелле ырă кăмăллă шăллăма, тетене Юрий Николаевич СЕМЕНОВА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Хаклă тăванăмăра уяв ячĕпе саламласа нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Яланах çакăн пек уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пул. Эсир пуррипе пирĕн тăван кил атте-анне сывă чухнехи пекех ăшă та хăтлă. Пире яланхи пекех çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса ямалла пултăр. Малашне те пĕр-пĕринпе туслă пурăнар. Эпир сана юрататпăр, санпа мăнаçланатпăр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Нумай çул ватăлмасăр пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ырă сунса та хисеплесе – Галя (Красноусольск), Лида (Давлекан районĕ) аппăшĕсем,
Ира йăмăкĕ (Когалым) тата вĕсен çемйисем.
Читайте нас: