Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Мартӑн 2020, 17:41

Татьяна Александровна АЛЕКСЕЕВА

Хисеплĕ Татьяна Александровна АЛЕКСЕЕВАНА, паян сире чун-чĕререн çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе!

Эсир пирĕншĕн класс ертÿçи кăна мар, яланах пулăшма хатĕр шанчăклă юлташ пулнишĕн сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр.Тивĕçлĕ çын пулса ÿсме пулăшнăшăн, вăй-халăрпа тÿсĕмлĕхĕре шеллеменшĕн, пире тарăн пĕлÿ панăшăн тавтапуç!
Сире çирĕп сывлăх, хавхалану, иксĕлми телей, тĕнчери мĕнпур ырлăха сунатпăр. Яланах тулли кăмăлпа ĕçлемелле пултăр, вĕренекенсем сирĕн ырă кăмăлăрпа юратăвăра туйса сире хисеплеччĕр, сума суччăр. Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе!
Сире хисеплесе - 2004 (2006) çулта Пелепей районĕнчи Ярмулай шкулĕнчен вĕренсе тухнисем.
Читайте нас: