Федор Васильевича çак паллă дата ячĕпе чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр. Пурнăçра икĕ пиллĕк паллă илни - çамрăклăхран вăй питти вăхăта куçнă самант кăна-ха. Иртнине пăхсассăн мĕн чухлĕ ĕмĕтленни, пурнăçа кĕртни, ача-пăча ÿстерни, ăшă йăва çавăрни… Малашлăхра çĕнĕрен те çĕнĕ ăнăçу, савăнса пурăнасси, юратнă çынсен, туссен пархатарĕ, телейлĕ пурнăç…Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, юхан шыв пек вăрăм ĕмĕр, кĕр кунĕ пек пуянлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, телей те ăнăçу сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтÿсем пурнăçланса пыччăр. Утас çулу яланах такăр та уçăмлă пултăр.
Пирěн туслăх пытăр ěмěре,
Пурăнар-ха виличчен пěрле.
Эсě - пирěн çывăх тус-юлташ,
Малта кěтсе тăтăр ыр малаш.
Вăхăт урхамахě чуптăр малалла,
Эс те такăнмасăр такăрлат çула.
Тěллеве çитмесěр ан тăр чарăнса,
Çěр çулччен пурăнсам эсě ыр курса.
Ăшă салампа - Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗ, Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗ, «Сарпи» профессиллӗ ансамбль.