Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
20 Мартӑн 2020, 11:53

Алевтина Мефодиевна Тимофеева

Чекмагуш районĕнчи Макаровка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă пĕртен-пĕр аннене, кукамая, асаннене Алевтина Мефодиевна ТИМОФЕЕВАНА 79 çул тултарнă ятпа!

Çак пирĕншĕн телейлĕ кун сана çирĕп сывлăх, пурнăçра вăрăм ĕмĕр, чун-чĕрере лăпкăлăхпа канăçлăх сунатпăр. Санăн куçусем яланах çутă кулăпа çиçчĕр, эпир сана юратни, хисеплени пурнăçри инкек-синкекрен сыхлатăр. Яланах хальхи пекех хитре те илемлĕ, пурнăçпа савăнса пурăнмалла, чун хавалĕпе çирĕп пулмалла пултăр. Эпир анне санпа мăнаçланатпăр, санпа танлашма тăрăшатпăр. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр эсĕ 4 ача çитĕнтерсе вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ пама пултарнă, пире телейлĕ çемье çавăрма пехилленĕ. Хамăрăн çитĕнÿсемшĕн эпир сана тав тăватпăр. Мăнукусем сана питĕ юратаççĕ. Хаклă анне, эпир сан умунта ĕмĕр парăмра.
Ăшă салампа - сана юратакан ачусем, кинÿсемпе кĕрĕвӳсем тата мăнукусемпе кĕçĕн мăнукусем.
Читайте нас: