Пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Сывлăхăр юман пек çирĕп, утас çулăр вăрăм пултăр, чĕрĕрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейпе çиçчĕр!
Ылтăн туй ячĕпе саламлатпăр сире,
Килĕшÿллĕн тапайтăр ялан ик чĕре.
Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан,
Ватлăх тарĕ сиртен аякран-аякка.
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕ.