Юратнă çыннăмăра сумлă юбилейпе чун-чĕререн саламласа хурçă пек çирĕп сывлăх, тапса тăракан вăй-хал, тулли телей, ăнăçу сунатпăр. Яланах чунупа çамрăк пул. Санăн ырă кăмăлу пире хавхалантарса тăрать, ăшă сăмаху пурăнма вăй-хăват парать. Утас çулу такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа тултăр, сĕтелÿ çăкăр-тăвартан, кĕрекÿ çывăх çыннусенчен ан татăлтăр. Мĕн шухăшлани пурнăçлансах пытăр.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем, вун пĕр мăнукĕ тата пилĕк кĕçĕн мăнукĕ.