Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
26 Мартӑн 2020, 11:43

Олеся Николаевна ПЕСКОВА

Çтерлĕ хулинчи патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕнчи «Сарпи» профессиллĕ ансамблĕн ертÿçине, солисткине Олеся Николаевна ПЕСКОВАНАилемлĕ юбилей ячĕпе!

Олеся Николаевнăна паллă кун ячĕпе чун- чĕререн ăшшăн саламлатпăр, малашнехи пурнăçра та ăнăçусем, çирĕп сывлăх, вăй- хал, çемьере тату пурнăç та телей сунатпăр. Ырă пурнăç çăлтăрĕ йăлтăр-йăлтăр çиçтĕр умăнта.
Пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, ырă ĕмĕт-шухăш, тулли пурнăç, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Сирĕн пархатарлă та пуçаруллă ĕçĕр-хĕлĕр пире яланах хавхалантарса та савăнтарса тăтăр.
Чунунта çурхи хаваслăх,
Йăл-куллу хĕвел пекех.
Санăн çутă ыр пуласлăх
Телейпе ешертĕрех!
Ăшă салампа - Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ, Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ, “Сарпи” профессиллĕ ансамбль.
Читайте нас: