Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Апрелӗн 2020, 10:52

Валерий Владимирович Григорьев

Ермеккей тăрăхĕнчи Креппит ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аттене, ырă кăмăллă кукаçие, çывăх тăвана Валерий Владимирович ГРИГОРЬЕВА 55 çулхи юбилей ячĕпе!

Çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламласа юман пек çирĕп сывлăх, анлă Атăл пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Эсĕ - питĕ ырă кăмăллă, ял çинче хисеплĕ çын. Килшĕн çеç мар, ял пурнăçне лайăхлатассишĕн те ырми-канми тăрăшатăн. Çак кунсенче аннепе иксĕр çемье çавăрса пурăнма пуçланăранпа 30 çул çитрĕ. Эсир çемье ăшшине упраса пире, тăватă хĕрĕре, ура çине тăма пулăшрăр. Чи кирли – тÿрĕ чунлă, ырă çын, ĕçчен пулма вĕрентрĕр. Малашне те пĕр-пĕрне савса, сывлăхпа, телейпе, мăнукăрсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнмалла пултăр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ырă сунса – мăшăрĕ, Алена, Анжела, Виктория, Анастасия хĕрĕсемпе Дима, Венер, Линар кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем тата çывăх тăванĕсем.
Читайте нас: