Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Апрелӗн 2020, 10:58

Вера Аркадьевна Волкова

Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн пайташне, юратнă мăшăра, аннене, кукамая Вера Аркадьевна ВОЛКОВАНА юбилей ячĕпе!

Вăрманти юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул, сар хĕвел пек ырă кăмăл, телей, юрату сунатпăр. Шухăшланă ĕмĕтсем яланах пурнăçланса пыччăр. Çĕр çинчи мĕнпур лайăххи веçех сан валли пултăр.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-хал сан пултăр иксĕлми,
Сана сунатпăр тулăх пурнăç
Тата телей ытам тулли.
Сире аталану, ĕçре - çитĕнÿ,
Пурлăх енĕпе ытлăх-çитлĕх
Тата çемьере телей сунатпăр.
Ăнăçу яланах сирĕнпе пĕрле пултăр.
Ăшă салампа - Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ, Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ, мăшăрĕ, хĕрĕ, ывăлĕ, мăнукĕсем тата Егоровсен, Ивановсен, Липатовсен, Калюта, Волковсен çемйисем.
Читайте нас: