Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
24 Апрелӗн 2020, 17:35

Галина Николаевна РОДИОНОВА

Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аннене, ырă кăмăллă та тимлĕ кукамая, асаннене Галина Николаевна РОДИОНОВАНАилемлĕ юбилей ячĕпе!

Пире кун-çул парнелесе ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă аннемĕре, шанчăклă мăшăрăма ăшшăн саламласа вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, чун-чĕрере лăпкăлăхпа канăçлăх сунатпăр. Хамăрăн çитĕнÿсемшĕн эпир сана тав тăватпăр. Эсĕ пуррипе кил-çурт ăшă та таса, çутă. Сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмер,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем.
Читайте нас: