Хисеплĕ çыннăмăра юбилей ячĕпе саламланă май пурнăç çулĕпе татах та нумай çул утма çирĕп сывлăх, тулли те иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунатпăр. Ачусемпе, мăнукусемпе яланах савăнса кăна пурăнмалла пултăр.
«Вĕçсе кайрĕç, иртсе кайрĕç
Вун çич çулхи вăхăтсем» сăмахсене асра тытса çамрăклăха таврăнмалла пултăр. Кăмăллă та ăшă асаилÿ вăл яланах çынна вăй-хăват парать. Сирĕншĕн те çапла пуласса шанатпăр.
Сире хисеплесе – «Урал сасси» хаçат редакцийĕн