Пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те пысăк хавхаланупа, мал ĕмĕтлĕн те сулмаклăн утма хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Çемьере яланах килĕшÿпе çураçу хуçалантăр. Умри çулу сарлака, çутă та такăр пултăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтÿсем пурнăçа кĕрсе пыччăр.Эпир сана юрататпăр, санпа мăнаçланатпăр.
Чунра – хаваслă çуркунне,
Килте – ăшпиллĕх, ăнлану.
Вăрăм пултăр санăн ĕмĕрÿ,
Хурçă евĕр пултăр сывлăху,
Çăлкуç евĕр таптăр вăй-халу,
Умра çиçтĕр тулли телейÿ.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем,
ашшĕпе амăшĕ, аппăшĕпе шăллĕ тата вĕсен çемйисем.