Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
11 Июнӗн 2020, 15:56

Валентина Васильевна ФЕДОТОВА

Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ытарайми ырă кăмăллă кукамая, сăваплă та хисеплĕ асаннене, аппана, мăнаккана Валентина Васильевна ФЕДОТОВАНА 95 çулхи юбилей ячĕпе!

Çывăх çыннăмăра чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламласа кун-çулăн анлă сукмакĕпе малашне те вашаватлăн, мал ĕмĕтлĕн утма юман пек çирĕп сывлăх, таса çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, нихçан сÿнми телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатпăр. Яланхи пекех хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул. Ачусемпе, мăнукусемпе пĕрле тата нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр. Эсĕ пире питĕ кирлĕ. Турă сана малашне те упратăр. Эсĕ вара пире упраса пырăн. Тайма пуç сана!
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ăшă салампа – ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем:
Умовсем, Ивановсем, Машковсем, Федоровсем,
Прокопьевсем, Л.С. Павлова.
Читайте нас: