Çывăх çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕрери чи ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Умри çулу такăр та çутă пултăр. Эсĕ пирĕншĕн пирĕшти вырăннех: яланах пулăшма васкатăн, хăвăн ăшă сăмахусемпе шанчăк кÿретĕн, чĕрене çунатлантарса тăратăн, ырă канашсем паратăн.
Ах, аннемĕр, анне, тĕнчере эс пĕрре,
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне.
Çук санран лайăххи тĕнчере,
Хăват парса тăратăн пире.
Тайма пуçăм сана ĕмĕрех,
Ылтăн пек ырă çыннăмăр - анне!
Ырă сунса та юратса - Валентина кинĕ,
Станислав мăнукĕпе Александра кинĕ, кĕçĕн мăнукĕсем.