Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Нарӑсӑн 2021, 12:43

Надежда Владимировна ЕГОРОВА

Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ăшă кăмăллă та тарават кукамая, асаннене Надежда Владимировна ЕГОРОВАНА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Хисеплĕ те юратнă çыннăмăра паллă та чаплă юбилейпа саламланă май, пурнăçра ĕмĕр савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, вăрăм та савăк кун-çул, ăнăçусем сунатпăр. Çумра яланах юратнă çынсемпе тăвансем пулччăр, вĕсен хисепĕпе тимлĕхĕ чуна ăшăттăр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа - Валентина хĕрĕ, Владимирпа Валерий ывăлĕсем, Юрий кĕрĕвĕ, Тамара, Светлана, Лариса,
Валентина кинĕсем тата мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас: