Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
4 Нарӑсӑн 2021, 11:17

Галина Александровна Лаврентьева

Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аннене, ырă кăмăллă та ăшпиллĕ кукамая, асаннене Галина Александровна ЛАВРЕНТЬЕВАНА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Пире кун-çул парнелесе ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă аннемĕре, шанчăклă мăшăрăма ăшшăн саламласа вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, чун-чĕрере лăпкăлăхпа канăçлăх сунатпăр. Хамăрăн çитĕнÿсемшĕн эпир сана тав тăватпăр. Эсĕ пуррипе кил-çурт ăшă, таса та çутă, сĕтел тулли апат-çимĕç.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс, пурăн ĕмĕр.
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ăшă салампа - мăшăрĕ, ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ,
Арсений, Анастасия, Ксения, Ангелина мăнукĕсем.
Читайте нас: