Хаклă çыннăмăра чун-чĕререн чи ырă туйăмсемпе ăшшăн саламлатпăр. Уйăх пек кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, инçет çул евĕр вăрăм ĕмĕр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, куç тулли телей, тус-тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăрăскал сунатпăр. Пурнăçу ăнса пытăр, сĕтелÿ çăкăр-тăвартан, кĕрекÿ хăвна ырă сунакансенчен ан татăлтăр, тăван кил ăшшине упрама Турă иксĕлми вăй-хал патăр.
Ăшă салампа - ашшĕпе амăшĕ, Галя аппăшĕ, Андрей шăллĕпе Таня кинĕ, Марина йăмăкĕпе Андрей кĕрÿшĕ, Анна йăмăкĕпе Порфирий кĕрÿшĕ тата пĕртăванĕсен ачисем.