100 çул сахал-и вăл, нумай-и? Паллах, нумай. Кашни çыннах ун чухлĕ пурăнма пÿрмен. Çак халиччен курман пысăк йывăрлăх вуншар миллион çын пурнăçне татнă. Çапах та çĕр-шывăмăра хÿтĕлеме ватти-вĕттипех кар! тăнă пирĕн халăх пĕтĕçÿлĕхпе çирĕп кăмăл, паттăрлăх тата Тăван çĕршыва чунтан юратни кирек мĕнле тăшмана та çĕнтерме пулăшнине ĕнентермелле кăтартса панă. Вĕсенчен пĕри - пирĕн сумлă юбиляр! Николай Михайловича чунтан çĕр йăтайми ырă, ăшă сăмахсем, çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул, ачисен тата мăнукĕсен, мăнукĕсен ачисен юратăвне туйма сунатпăр!
Çĕре çити тайма пуç сире, çамрăк ăруран! Вăрçăри паттăрлăхшăн тата мирлĕ пурнăçри ырми-канми ĕçĕршĕн чунтан тав тунине йышăнсамăр.
Юбилей ячĕпе!
Пушкăрт Республикинчи Чăвашсен пĕрлешĕвĕ,
Çтерлĕри чăвашсен наципе культура автономийĕ.