Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
10 Нарӑсӑн 2021, 12:13

Петр Христофоровичпа Любовь Ивановна ГОЛОВИНСЕМ

Ермеккей тăрăхĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аттепе аннене, тĕнчери чи ырă кăмăллă асаттепе асаннене, кукаçипе кукамая Петр Христофоровичпа Любовь Ивановна ГОЛОВИНСЕНЕ çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 65 çул çитнĕ ятпа!

Юратнă аттепе анне! Пире кун-çул парнелесе тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Сывлăхăр юман пек çирĕп, утас çулăр вăрăм пултăр, чĕрĕрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейпе çиçчĕр!
Сирĕн пурнăç - пирĕншĕн ыр тĕслĕх,
Юрататпăр чĕререн сире.
Çут мерчен пек кĕмĕл тĕслĕ
Çÿçĕрсем çинче выртать тĕтре.
Кил тĕрекĕ - атте, чун тĕрекĕ - анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тĕнчере,
Сирĕн çутă сăнарăр ялан чĕрере.
Ăшă салампа - икĕ ывăлĕпе кинĕсем, икĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем.
Читайте нас: