Çывăх çыннăмăра чун-чĕререн юратса çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Аттеçĕм, ырă тĕслĕх пулса пире пăхса ÿстернĕшĕн, ăслă-тăнлă çын туса пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утса пыма халалласа пынăшăн тайма пуç сана. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пул. Сăн-питÿ ялан савăнăçпа ялкăштăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри, телей кÿрекенни санпа пĕр çулпа уттăр. Аннепе иксĕр малашне те пирĕншĕн мăшăр çунат пулса кил ăшшине тытса пурăнăр. Пире яланхиллех алăк уçса кĕтсе илĕр, хăвăр утарти техĕмлĕ пылпа сăйлăр. Малашне те пирте ачалăх туйăмĕ ан сÿнтĕр, ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр!
Юратса та хисеплесе - мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.