Çывăх çыннăмăра, халĕ ĕнтĕ хăтана пысăк юбилей ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Пирĕн хăта питĕ пултаруллă çын. Вăл нумай ĕç тума пĕлет, хăйĕн ăсталăхне ачисене, мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене вĕрентсе хăварма тăрăшать. Лида тăхлачăпа иккĕшĕ мĕн кăна акса ÿстермеççĕ. Çĕр улми тата сад пахчисене кĕрсен тĕлĕнсе каймалла. Йĕри-тавра хăй аллипе ăсталанă япаласем. Сире, Андрей Семенович, вăрманти юман пек çирĕп сывлăх, уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, кашни кунпа савăнса пурăнма сунатпăр.
Ырă сунса та хисеплесе - Пелепей хулинче пурăнакан Г.А. Варейкин тата А.В. Артемьев çемйисем.