Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Мартӑн 2021, 12:20

Родион Михайловичпа Роза Васильевна ШЛЯПКИНСЕМ

Авăркас тăрăхĕнчи Мăйлăпукан ялĕнче пурăнакан чи хаклă та юратнă çыннăмăрсене, аттене, асаттене, кукаçине Родион Михайлович ШЛЯПКИНА 80 çулхи юбилей ячĕпе тата аннене, асаннене, кукамая Роза Васильевна ШЛЯПКИНАНА Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе!

Атте, анне, сире уявăрсем ячĕпе пур кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр. Кун-çулăр вăрăм та такăр, телейĕр тулли, сывлăхăр çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачăрсемпе мăнукăрсен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Эсир пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр, пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн чунтан тав тăватпăр. Атте-анне пуррипе пÿрт ăшă та таса, хăтлă, сĕтел тулли апат-çимĕç. Сирĕн тивлетĕрпе, хÿттĕрпе эпир пурте ура çинче çирĕп тăратпăр. Тайма пуç сире пуриншĕн те.
Эсир пире савса ÿстернĕ,
Пурнăçра телей пилленĕ,
Ăс парса ырра вĕрентнĕ,
Çунатсем парса вĕçтернĕ.
Пурăнăр ĕмĕр савăнса,
Пурнăç илемне туйса.
Ăшă салампа - хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем,
Катя тата Света мăнукĕсем, Борис кĕрĕвĕ,
Полинăпа Ксения кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас: