Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
10 Мартӑн 2021, 11:20

Елена Исааковна ИВАНОВА

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, аннене, кукамая, ание Елена Исааковна ИВАНОВАНА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Вăрăм та ăраскаллă пурнăç çулĕпе малашне те хавхаланса утма юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, нихçан сÿнми телей, ырлăх, пурлăх сунатпăр. Пурнăçри кашни утăму куç тулли çутă шанчăкпа тултăр. Пĕр чирлемесĕр, пăшăрханмасăр пурăнмалла пултăр. Эпир сана юратни, хисеплени вăй-хăват хушса пытăр.
Юратнă çыннăмăр эс пирĕн,
Санран хакли çук çĕр çинче.
Турри нумай çул патăр сывлăх,
Санпа кăна кун-çул хитре.
Ăшă салампа - Сергей мăшăрĕ, Лилиана хĕрĕпе Николай кĕрÿшĕ, Андрей ывăлĕпе Татьяна кинĕ, Дима ывăлĕ,
Андрейпе Максим мăнукĕсем.
Читайте нас: