Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
10 Мартӑн 2021, 11:00

Лидия Рашитовна ИВАНОВА

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра‚ канăçсăр чĕреллĕ аннене‚ ырă кăмăллă асаннене Лидия Рашитовна ИВАНОВАНА çуралнă кун ячĕпе!

Пире кун-çул парнелесе ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă аннемĕре, шанчăклă мăшăрăма ăшшăн саламласа вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, чун-чĕрере лăпкăлăхпа канăçлăх сунатпăр. Хамăрăн çитĕнÿсемшĕн эпир сана тав тăватпăр. Эсĕ пуррипе кил-çурт ăшă, таса та çутă, сĕтел тулли апат-çимĕç.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс, пурăн ĕмĕр.
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ырă сунса тата юратса - Валерий мăшăрĕ‚ Андрей, Володя,
Сергей ывăлĕсем‚ Наташа тата Екатерина кинĕсем‚
Алиса, Владислав, Варвара мăнукĕсем.
Читайте нас: