Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
10 Мартӑн 2021, 11:24

Николай Афанасьевичпа Юлия Никодимовна АЛЕКСЕЕВСЕМ

Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакан юратнă аттепе аннене, асаттепе асаннене, кукаçипе кукамая Николай Афанасьевичпа Юлия Никодимовна АЛЕКСЕЕВСЕНЕ çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 60 çул çитнĕ ятпа!

Пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Сывлăхăр юман пек çирĕп, утас çулăр вăрăм пултăр, чĕрĕрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейпе çиçчĕр! Пурнăç çулĕпе малашне те пĕрле хастаррăн утма çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр.
Сирĕн пурнăç - пирĕншĕн ыр тĕслĕх,
Юрататпăр чĕререн сире.
Çут мерчен пек кĕмĕл тĕслĕ
Çÿçĕрсем çинче выртать тĕтре.
Кил тĕрекĕ - атте, чун тĕрекĕ - анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тĕнчере,
Сирĕн çутă сăнарăр ялан чĕрере.
Юратса тата ырă сунса - хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕпе кинĕ,
мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас: