Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
28 Апрелӗн 2021, 10:14

Михаил Семеновичпа Венера Федоровна ТРОФИМОВСЕМ

Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан юратнă аттепе аннене, ырă кăмăллă кукаçипе кукамая, асаттепе асаннене Михаил Семеновичпа Венера Федоровна ТРОФИМОВСЕНЕ ылтăн туй ячĕпе!

Май уйăхĕн 3-мĕшĕнче хаклă çыннăмăрсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа аллă çул çитет. Сире çемье уявĕ ячĕпе пур кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр. Кун-çулăр вăрăм та такăр, телейĕр тулли, сывлăхăр çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачăрсемпе мăнукăрсен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Эсир пурришĕн эпир чунтан сăвăнатпăр, пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр.
Ылтăн туй ячĕпе саламлатпăр сире,
Килĕшÿллĕн тапайтăр ялан ик чĕре.
Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан,
Ватлăх тартăр сиртен аякран-аякка.
Ăшă салампа - хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕпе кинĕ,
вун пĕр мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ.
Читайте нас: