Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
28 Апрелӗн 2021, 10:11

Мударист Харисович САФИН

Чăваш ялĕсен историне тĕпчессипе сахал мар ĕç тунă Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, таврапĕлÿçе, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусне Мударист Харисович САФИНА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Май уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ Мударист Харисович хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл Авăркас тăрăхĕнчи Çĕнĕ Челаткан ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1978 çулта Çĕнĕ Челатканри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1979-1981çулсенче Авăркас вăрман пункчĕн Çĕнĕ Челатканри участокĕнче ĕçленĕ. 1981-1983 çулсенче Кызыл хулинче Совет Çарĕн ретĕнче пулнă. 1983-2007 çулсенче Çтерлĕ хулинчи 16№ пушар чаçĕнче пушар сÿнтерекен, аслă пушар сÿнтерекен, отделени командирĕ пулса ĕçленĕ. 2007 çултанпа тивĕçлĕ канура. Тĕпчев ĕçĕсемпе 1977 çултанпа кăсăкланать. Унăн тĕп темисем - XVIII-XX ĕмĕрсенчи Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи чăваш ялĕсен историйĕ, Çтерлĕ хула историйĕ, регионти мăсăльман халăхĕсем (истори докуменчĕсем тăрăх). Тĕпчевçĕ хăй уйрăм тата ытти авторсемпе пĕрле 30 яхăн ĕç пичетлесе кăларнă. Çав шутра: «История возникновения и развития деревни Чувашские Карамалы. Генеологическое древо первопоселенца Никиты Авдокима», 1990 çул, 200 с. (В.В. Николаевпа тата С.Ф. Никитинпа пĕрле), «История села Чувашские Карамалы. XX век», 2000 çул, 96 с., «История села Бишкаин» 2003 çул, 112 с. тата ыт.те. 2001 çулта Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕ «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ята парса чысланă. 2007 çулта ăна Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн пайташне суйланă. Çав çулах Пушкăртстан Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн хисеплĕ таврапĕлÿçи пулса тăнă. «За безупречную службу» в МВД СССР 3 степень медальне (1991 çул), «За отличие в службе» в МЧС РФ 2 степень медальне (2006 çул), 1 степень медальне (2007çул), Гурий Вандер медальне тивĕçнĕ.
Хисеплĕ Мударист Харисович, сире чăваш халăхĕшĕн тата та нумай пархатарлă ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ шухăшсемпе çитĕнÿсем сунатпăр.
60 çул тултартăн, ан кулян,
Сывлăху пултăрччĕ пит пуян.
Пытăрччĕ ăнса çеç пурнăçу,
Пурăнсамччĕ ыррăн. Вăрăм çул.
Ырă сунса та хисеплесе - Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас: