Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Майӑн 2021, 12:04

Аркадий Федорович ВАСИЛЬЕВ тата Раиса Ильинична ВАСИЛЬЕВА

Ишимбай районӗнчи Йĕкенпуç ялӗнче пурӑнакан юратнӑ аттепе аннене, хуняçапа хунямана, ырӑ кӑмӑллӑ кукаçейпе кукамая, Аркадий Федорович ВАСИЛЬЕВА тата Раиса Ильинична ВАСИЛЬЕВАНА 80 ҫулхи юбилей ячӗпе!

Юратнӑ та хаклӑ ҫыннӑмӑрсене юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр. Вӑрӑм ӗмӗр сукмакӗпе пӗр чирлемесӗр, кулянмасӑр утма хурҫӑ пек ҫирӗп сывлӑх, пархатарлӑ кун-ҫул, иксӗлми телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан хӑват, канӑҫлӑх сунатпӑр. Пире савӑнтарса тата нумай-нумай ҫул пурӑнăр!
Сирӗн пурнӑҫ - пирӗншӗн ыр тӗслӗх,
Ӑмсанатпӑр чӗререн сире.
Ҫут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ
Ҫӳҫӗрсем ҫинче выртать тӗтре.
Кил тӗрекӗ - атте, чун тӗрекӗ - анне,
Йышӑнсамӑр тӑван ачӑрсен саламне.
Сиртен хаклӑ ҫынсем урӑх ҫук тӗнчере,
Сирӗн ҫутӑ сӑнарӑр пирӗн чун-чӗрере.
Ăшă салампа - Лариса, Наташа, Лира хĕрĕсемпе
Петр кĕрÿшĕ, мăнукĕсем.
Читайте нас: