Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Майӑн 2021, 12:01

Мударис Харисович САФИН

Хисеплĕ те сумлă таврапĕлÿçе, чăваш наци академикне, Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономин таврапĕлÿ комитечĕн ертÿçине Мударис Харисович САФИНА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Хаклă ĕçтешĕмĕре чаплă юбилей ячĕпе пĕтĕм чунтан саламланă май пурнăç çулĕпе тата хавхаланса утма çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей сунатпăр.
Çулсем иртнишĕн кулянмасăр çывăх çынсен ырлăхĕпе, юратăвĕпе киленсе пурăнмалла пултăр. Кун-çул уттипе мал ĕмĕтлĕн утăр. Эсир çĕршер ял, çын историне тĕпчесе малашнехи ăру валли калама çук пысăк пуянлăх хăваратăр, архивсенчи тусан айне путнă документсене çĕклесе иртнĕ пурнăç чăнлăхне çиеле кăларатăр. Сире сумлă та пархатарлă ĕçшĕн тав тăватпăр.
Хисеплесе тата сума суса - Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе
культура автономийĕн хастарĕсем.
Читайте нас: