Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
19 Майӑн 2021, 10:08

Надежда Анатольевна Михайлова

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ халĕ Пелепей хулинче пурăнакан юратнă мăшăра‚ канăçсăр чĕреллĕ аннене‚ ырă кăмăллă кукамая Надежда Анатольевна МИХАЙЛОВАНА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Çуралнă кунпала салам сана‚ аннеçĕм
Чи çирĕп сывлăх та телей сана‚ чĕкеçĕм!
Тăватпăр тав сан çепĕç аллусене.
Сан тимлĕхне‚ ачашăн çуннине‚
Чирлесен пĕр куç хупманнине...
Нихăçан та тав туса пĕтереймĕн!
Çак кун çуралнă эсĕ çĕр çине‚
Ытарайми чи хаклă çын - Анне!
Вăрăм пултăр санăн ĕмĕрÿ‚
Хурçă евĕр пултăр сывлăху‚
Çăлкуç евĕр таптăр вăй-халу.
Умра çиçтĕр тулли телейÿ.
Ăша салампа - мăшăрĕ‚ хĕрĕпе ывăлĕ тата мăнукĕсем.
Читайте нас: