Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
26 Майӑн 2021, 10:15

Людмила Ильинична ПЕТРОВА

Пелепей районĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан юратнă та хаклă аннене, ытарайми кукамая Людмила Ильинична ПЕТРОВАНА чаплă юбилей ячĕпе!

Эпир сана çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ те хаваслă кăмăл-туйăм, иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, канлĕх сунатпăр. Эсĕ - пирĕншĕн илемлĕ те ăслă хĕрарăм, эсĕ - хаклă та пире пурне те чун ăшшине, хăвăн хаваслă куллуна парнелекен çын. Хаклă çыннăмăр, яланах çапла хÿхĕм те чаплă, тĕлĕнмелле кукамай пулса юл, ăнланакан - анне. Саншăн кашни кунах савăнăçпа ăнăçу кăна илсе килтĕр, кашни çул илемлĕхпе вăй-хăват хушса патăр!
Ăшă салампа - Светланăпа Наталья хĕрĕсем,
Андрейпе Олег кĕрÿшĕсем тата мăнукĕсем.
Читайте нас: