Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
26 Майӑн 2021, 10:05

Сергей Аркадиевич ИВАНОВ

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, аттене, кукаçие, атие Сергей Аркадиевич ИВАНОВА çуралнă кун ячĕпе!

Çывăх çыннăмăра саламласа нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулăх та савăк пурнăç, тулли телей сунатпăр. Хăвăн ырă кăмăлупа пире ялан савăнтарса мăшăрун, ачусен, мăнукусен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр. Ĕмĕтÿсем хăв шутланă пек пурнăçланса пыччăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри санпа пĕрле çÿреччĕр.
Санăн сывлăху тĕреклĕ пултăр,
Çăлкуç пек тăтăр вăл тапса.
Телей хĕвелĕ саншăн çунтăр,
Çапла калатпăр ыр сунса.
Ăшă салампа - Елена мăшăрĕ, Лилиана хĕрĕпе Николай кĕрÿшĕ,
Андрей ывăлĕпе Татьяна кинĕ, Дмитрий ывăлĕ,
Андрейпа Максим мăнукĕсем.
Читайте нас: