Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
8 Сентябрӗн 2021, 10:07

Любовь Александровна ИВАНОВАНА (ФЕДОРОВА)

Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, алă ăстине, таврапĕлÿçе, хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хĕрарăмне Любовь Александровна ИВАНОВАНА (ФЕДОРОВА) 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Любовь Александровна ИВАНОВАНА (ФЕДОРОВА)
Любовь Александровна ИВАНОВАНА (ФЕДОРОВА)

Любовь Александровна нумай çул хушши чăваш ĕçлев ÿнер сферинче тăрăшать. Ял çыннисем, вырăнти пултарулăх ушкăнĕн членĕсем, таврари ялсемпе районсенче пурăнакан чăвашсем ыйтнипе хушпу, тухья, сурпан çакки, сурпан, чĕрçитти, хĕрарăм тата арçын кĕписем, тенкĕллĕ мăййа тата ыттине те хатĕрлет. Вăл ăсталанă япалсем илемĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртеççĕ. Любовь Александровна хатĕрленĕ япаласенчен хăшĕ-пĕри Ĕпхÿ хулинчи ПР Наци музейĕнче, Археологипе этнографи музейĕнче упранаççĕ.
Л.А. Иванова хăй пултарулăхĕпе, халăх искусствипе ытти ăстасене те паллаштарать. Вăл вăрах вăхăт хушши Кармаскалă районĕнчи Йăмранти «Ăстасен каруселĕ» ĕçлев ÿнер кружокне ертсе пынă. Кружокра чăваш тумĕпе пуçа тăхăнмалли хатĕрсем çеç ăсталаман, чăваш эрешĕсене тĕпчессипе те ĕçленĕ. 2012 çулта БСТ каналпа «Орнамент» программăра унăн пултарулăхне халалланă кăларăм та хатĕрленĕ. Çав çулах ăна Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн членне йышăннă.
Хисеплĕ Любовь Александровна, сире чăваш халăхĕшĕн тата та нумай пархатарлă ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ шухăшсемпе çитĕнÿсем сунатпăр.
Сар хĕвел пек ăшă пултăр санăн кăмăлу,
Таса тÿперен те янкăр пултăр кун-çулу.
Пурнăç тулăх пултăр сан ялан, нихăçан та ан кулян,
Сывлăху пулсассăн çирĕп - пуринчен те эс пуян.
Ырă сунса та хисеплесе - Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пайташĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: