Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
8 Сентябрӗн 2021, 10:04

Владимир Николаевич АСТАФЬЕВ

Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă аттене, ырă кăмăллă кукаçине, хисеплĕ те тарават хăтана Владимир Николаевич АСТАФЬЕВА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Владимир Николаевич АСТАФЬЕВ
Владимир Николаевич АСТАФЬЕВ

Çывăх çыннăмăра юбилей ячĕпе саламласа нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, тулли телей сунатпăр. Çут тĕнче илемĕпе киленсе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр пурăнмалла пултăр, пурте хăв шутланă пек пурнăçланса, ăнса пытăр. Утас çулу такăр пултăр, кашни самант савăнăçпа çеç тултăр.
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе хыҫа юлсан та,
Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,
Пул сывлӑхлӑ ялан, ҫапла пулсассӑн -
Укҫаллӑ этемрен те эс пуян.
Чĕререн юратса тата хисеплесе - мăшăрĕ, хĕрĕпе кĕрушĕ, ывăлĕ, мăнукĕ тата тăхлачăшĕпе хăтăшĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: