Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
15 Сентябрӗн 2021, 10:11

Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, тимлĕ те çепĕç кукамая, хисеплĕ тăхлача Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА çуралнă кун ячĕпе!

Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА
Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА

Хаклă çыннăмăр, сана çуралнă кун ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр. Пурнăçра çĕр çинчи мĕн пур ырри санпа пĕр çулпа уттăр, сĕтелÿ çăкăр-тăвартан, кĕрекÿ сана хисеплекенсенчен нихăçан та ан татăлтăр. Çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен ырлăх та савăнăç кÿрсе тăччăр. Чунупа ялан çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай-нумай çул пурăн.
Сан сывлăху тĕреклĕ пултăр,
Çăлкуç пек тăтăр вăл тапса.
Телей хĕвелĕ саншăн çунтăр,
Çапла калатпăр ыр сунса.
Ăшă салампа - Зоя хĕрĕпе Эдуард кĕрÿшĕ, Виктор, Ангелина мăнукĕсем, Татьяна мăнукĕпе Андрей кĕрÿшĕ, Сергей хăтăшĕпе Елена тăхлачăшĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: