Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
15 Сентябрӗн 2021, 10:14

Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ аннене, çут тĕнчери чи илемлĕ те ырă кăмăллă кукамая, асаннене Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА çуралнă кун ячĕпе!

Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА
Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА

Аннеçĕм, сана пурнăç çулĕпе тата нумай çул хавхаланса утма, çирĕп сывлăх, тулли телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Санăн тараватлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, кăмăл ăшши хутшăнсах пытăр. Эс пуртан эпир телейлĕрех, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах. Эсĕ пирĕншĕн тÿпери сар хĕвел пекех. Эпир сана юрататпăр, хисеплетпĕр.
Эс пирĕншĕн пĕртен-пĕрре
Çакă аслă, çутă тĕнчере.
Çĕре çити пуç тайса
Калар кашни саламласа -
Нумай çул пурăн ыр курса!
Ăшă салампа - икĕ хĕрĕпе пилĕк ывăлĕ, вĕсен мăшăрĕсем, вун çичĕ мăнукĕпе вун сакăр кĕçĕн мăнукĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: