Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
20 Сентябрӗн 2021, 10:25

Людмила Дмитриевна ЯКОВЛЕВА

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă йăмăка, аппана Людмила Дмитриевна ЯКОВЛЕВАНА 55 çулхи юбилей ячĕпе!

Людмила Дмитриевна ЯКОВЛЕВА
Людмила Дмитриевна ЯКОВЛЕВА

Уяв ячĕпе саламласа тулăх пурнăç, уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек савăк кăмăл, инçет çул евĕр вăрăм ĕмĕр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, куç тулли телей, тус-тăвансемпе савăнса пурăнма çутă ăраскал сунатпăр. Йăл-кулă питÿнтен нихăçан та ан сÿнтĕр. Яланах пурнăç çулĕпе юрату, шанчăк, ĕненÿ, туслăх туйăмĕсем тĕрĕс çул кăтартса пыччăр. Ачусемпе, мăнукусемпе нумай-нумай çул киленсе тата та ыр курса пурăнмалла пултăр.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр чунтан!
Шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр ялан,
Çирĕп сывлăх, хастарлăх сунар чĕререн,
Татăлма ан пĕлтĕр укçа енчĕкрен.
Килĕшÿ, юрату хуçалантăр килте,
Çуркунне чечеклентĕр ялан чĕрÿнте!
Кăмăлтан саламласа - Раиса аппăшĕпе Анатолий пиччĕшĕ,
Виталий шăллĕпе Зоя йăмăкĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: