Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
22 Сентябрӗн 2021, 10:16

Елена Герасимовна АНДРЕЕВА

Авăркас тăрăхĕнчи Мăйлăпукан ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Давлекан районĕнчи Рауш хуторĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аннене, асаннене, кукамая Елена Герасимовна АНДРЕЕВАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Елена Герасимовна АНДРЕЕВА
Елена Герасимовна АНДРЕЕВА

Хаклăран та хаклă, ытарайми çыннăмăра юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Кун-çулăн анлă сукмакĕпе малашне те вашаватлăн, мал ĕмĕтлĕн утма юман пек çирĕп сывлăх, таса çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, нихăçан сÿнми телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатпăр. Яланах хаваслă та чунупа çамрăк пул. Юратнă çемйÿ савăнăç çеç кÿтĕр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ырă сунса - чун-чĕререн юратакан мăшăрĕ, ывăлĕпе хĕрĕсем, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, юлташĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: