Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
22 Сентябрӗн 2021, 10:14

Петр Иванович ПЕТРОВ

Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ĕпхÿ хулинче пурăнакан медицина наукисен кандидатне, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, йăх-несĕл тĕпчевçине, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусне Петр Иванович ПЕТРОВА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Петр Иванович ПЕТРОВ
Петр Иванович ПЕТРОВ

Петр Петров - пĕр монографи, 59 статья, 12 вĕрентÿпе методика, 2 патент авторĕ. Наукăри тĕп çул-йĕрĕ - таврапĕлÿ, генеалоги. Паянхи кун тĕлне вăл Пушкăртстанри 70 пин чăваша пĕр ăру-тăванлăх йывăççине пуçтарнă. Раççей, Пушкăртстан архивĕсенче ĕçленĕ, метрика кĕнекисемпе ревизи юмахĕсене тĕпченĕ. Хăй хатĕрленĕ генеалоги йывăççипе телевиденинчи каналсенче, пичетпе массăллă информаци хатĕрĕсенче паллаштарнă. Ун ĕçĕсемпе тĕпчевĕсем «Урал сасси» хаçатра та пичетленсе тухнă. Пĕр хутчен çеç мар «Россия-2» каналпа кăтартакан «Сам себе режиссер» передачăри «Слабо» конкурсăн çĕнтерÿçи пулнă. Чи лайăх ăру-тăванлăх йывăççи хатĕрленĕшĕн республика конкурсĕнче 2 степень лауреачĕн дипломне, Чăваш наци конгресĕн Тав çырăвне, «Йăх-несĕлсен тымарĕсене тĕпчесе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн» регионсен хушшинчи конкурс çĕнтерÿçин дипломне тивĕçнĕ. 2013-2020 çулсенче Петр Иванович П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. Ăна Н.В. Никольскин 2 степень орденĕпе , П.М. Миронов медалĕпе наградăланă.
Хисеплĕ Петр Иванович, ăсчах пулма çивĕч ăс, тÿсĕмлĕх, пуçтарнă материалсене тишкерме, пĕр-пĕринпе танлаштарма сахал мар вăхăт кирлĕ. Çавăнпа та сире çĕнĕ çитĕнÿсемпе шухăшсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Чăвашлăхшăн тăвакан пархатарлă ĕçсем тăван халăха аталанма пулăшчăр, сире савăнăç туйăмĕ парнелеччĕр.
Çул хыççăн çул иртсе хыçа юлсан та,
Эс уншăн ан кулян, ан пăшăрхан,
Пул сывлăхлă ялан, çапла пулсассăн –
Укçаллă этемрен те эс пуян.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пайташĕсем, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: