Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
20 Октябрӗн 2021, 11:12

Виталий Григорьевич ЕНĔШЕ (Григорьева)

Шупашкар хулинче пурăнакан хаклă та сумлă аслă юлташа, пултаруллă сăмах ăстине, 20 ытла кĕнеке авторне, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Фатых Карим ячĕллĕ преми лауреатне Виталий Григорьевич ЕНĔШЕ (Григорьева) 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Виталий Григорьевич ЕНĔШЕ (Григорьева)
Виталий Григорьевич ЕНĔШЕ (Григорьева)

Эсир Пушкăртстанри чăвашсемшĕн хăвăрăн уçă та çĕкленÿллĕ кăмăлăра тата канăçа пĕлмен чĕрĕре пула чылай пархатарлă ĕç турăр. Сăмах вăйĕпе çынсене ыррине усалтан, тăвана ютран, тĕрĕслĕхе суяран уйăрса илме вĕрентетĕр. «Урал сасси» хаçата аталантарас ĕçе те хастар хутшăнатăр, пире сăмахпа, канашпа пулăшатăр. Уншăн сире пысăк тав.
Эпир сире нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулăх та савăк пурнăç, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр. Малашне те сиртен çĕнĕ хайлавсем кĕтетпĕр, вуншар çулсем хушшинче çирĕпленнĕ çыхăну татăлмасса шанатпăр.
Хисеплесе – «Урал сасси» хаçат коллективĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: